Чӑваш эстрада юрӑҫи, «Асамат» ушкӑн солисчӗ Леонид Антонова Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ертсе пыма шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Леонид Антоновӑн культура тытӑмӗнче ӗҫлес опыт пур: 15 ҫул. Вӑл ЧР Культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче те вӑй хунӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 2021 ҫултанпа концерт ӗҫӗн менеджерӗнче ӗҫленӗ. Леонид Антонов И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Филологи» специальноҫ енӗпе вӗреннӗ.
Пуш уйӑхӗн 19–21-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Турцинчи Эскишехир хулинче иртнӗ «Навруз-Байрамы» уявланӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Концерт 20 пин ытла ҫын кӗрекен залра иртнӗ.
Уява шупашкарсем ҫамрӑксен ташшипе уҫнӑ. Хупма вара вӗсем «Линька-линька» вокалпа хореографи сюитине кӑтартнӑ. Ӑна куракансем пысӑк хавхаланупа йышӑннӑ-мӗн. Артистсене сувенир шарфӗ парнеленӗ, коллектива Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
Эскишехир хула мэрийӗ умӗнчи лапамра Калмӑк тата Тутар республиксенчен пырса ҫитнӗ коллективсемпе пӗрлехи композици кӑтартнӑ. Уява тӗрлӗ ҫӗршыври 35 коллектив хутшӑннӑ.
Сцена ҫине Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тухсан кирек кам та унти артистсен пултарулӑхӗнчен тӗлӗнсе пӗтереймӗ. «Ҫӑлтӑр» тени хӑлхара янӑракан саманара пурӑнатпӑр та, чӑн-чӑн ӑстасене курсан вара ҫӑлтӑрсем ӑҫтине ӑнланатӑн.
Хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ профессионалсенчен пӗри — Римма Хлизунова (сцена ҫинче вӑл Шикирова хушаматпа усӑ курнӑ). Вӑл Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ. Хлизунова альт сасӑпа юрланӑ. Илемлӗ сассине кура ӑна концерт программисене ертсе пыма та шаннӑ. Ташша тухсан та ҫӑмӑл кӗлеткеллӗскер акӑш евӗр шунӑ. 1987 ҫулта Римма Хлизуновӑпа Светлана Бубнова артистка вокал дуэчӗ йӗркеленӗ. Ҫак ҫулсенче вӗсем чӑваш тата вырӑс композиторӗсен 50 ытла юррине шӑрантарнӑ. Чикӗ леш енче иртекен концертсене те ансамбль артисчӗсемпе пӗрле Хлизунова сахал мар хутшӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пултаруллӑ артистка, вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки шутланнӑ, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ.
Мексикӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче «Тӗнче тымарӗ — Мексикӑра» ятпа фольклор фестивалӗ иртнӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 16–26-мӗшӗсенче пулнӑ. Тепӗр кунне вара унта «San PedroAtocpan» ятлӑ Пӗтӗм тӗнчери фестивлаь уҫӑлнӑ. Хайхи те вунӑ куна яхӑн пынӑ. Унта та, кунта та Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ Юрий Васильев ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ хутшӑннӑ.
Унта Колумбири, Чилинчи, Аргентинӑри, Францинчи, Коста Рикӑри, Польшӑри ушкӑнсем пырса ҫитнӗ, ташлаканӗсем вара Мексикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пухӑннӑ. Чӑваш ӑстисене Мильта Альпа хулинчи концерта хутшӑннӑ Раҫҫейӗн Мексикӑри элчи Э.Р. Малаян хӑй саламланӑ, лайӑх концертшӑн тав тунӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |